«Аннепе фитнеса» конкурс çĕнтерӳçисене чысларĕç

Видеорепортаж

Чăваш Ен сывă пурнăç йĕркине тытакансен йышĕпе малтисен шутĕнче. Уйăхсерен тĕрлĕ тупăшу, сывлăх кунĕ тата ытти ăмăрту иртет. Çак туртăма вара ачасене утма пуçласанах ăша хывтарма тăрăшаççĕ. «Аннепе фитнеса» фестиваль кăçалхипе 8-мĕш хут иртет. Унта 64 команда хутшăнма кăмăл тунă. Финала 10 ушкăн тухрĕ. Вĕсем аэробика, степ-аэробика, хип-хоп ушкăнсенче ăмăртрĕç.



16 июня 2021
14:01
Поделиться