Хĕвеллĕ микрорайонта садик уçăлче
Чи лайăххи, чи хири паллах ачасем валли. Шупашкар хула кунĕ тĕлне 110 вырăнлă çĕнĕ ача сачĕ алăкĕсене уçрĕ. Хĕвеллĕ микрорайонти шкулчченхи иккĕмĕш вĕрентӳ учрежденийĕ пулчĕ ку. Хаваслă уява пĕчеккисемпе пайлама аслисем те пырса çитрĕç. Вĕсен йышĕнче — манăн ĕстешсем те.