Пурнăçне ачасене халалланă.

Видеорепортаж

Кашни çулах авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççейре шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекенсен уявне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун 1863-мĕш çулта Раççейре пĕрремĕш ача сачĕ уçăлнă пулнă. Уяв кунĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Шупашкарти 185-мĕш ача садĕнче пулчĕ. Чи маттур педагогсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Ачасем чустана йĕтĕрпе сараççĕ. Хуплу ăшне тултараççĕ. Малтан вĕсене воспитательсем пулăшнă пулсан, халĕ хăйсем тĕллĕнех аппаланаççĕ. Чустапа ĕçлени ăс-тăна, тимлĕхе, пӳрнесен вăр-варлăхне те çирĕплетет. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Юрă-ташă, юмах-халап урлă пĕчĕккисем несĕлсен йăли-йĕркипе паллашаççĕ. Паян акă вĕсем хуплу пĕçерчĕç. Çапла майпа шăпăрлансем ĕçе юратма хăнăхаççĕ». Татьяна Соловьева ку садикре 15-мĕш çул ĕçлет. Профессие чун туртнипе суйланă. Ача садне çӳрекенсене тĕрлĕ енлĕ аталантарас тесе педагогика технологийĕсемпе анлă усă курать. ТАТЬЯНА СОЛОВЬЕВА: «Эпĕ яланах хамăн кӳршĕ ачасене пухса вĕсене выляттарнă, вĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ. Мана çакна йĕркелеме килĕшнĕ, çавăнпа та эпĕ шкул çулĕнче воспитатель пулатăп тесе шутланă». Чи пахи вара воспитательшĕн – унăн ĕçне ашшĕ-амăшĕсем хаклани, ачасем юратни. ОЛЬГА ИВАНОВА: «Вăл кашни ир пирĕн ачасене ушкăнра кĕтсе илет. Ăшă сăмахсем калать. Анне пек. Килĕшӳллĕ, ырă кăмăллă, чун-чĕререн хĕрарăм». Ача садне ĕçлеме килекен çамрăксене профессине ăша хывма шăпах аслă педагогсем пулăшаççĕ те. Мария Журавлева вара кунта нумаях пулмасть кăна ĕçлет-ха. Пĕчĕкскерсемпе пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупать. Ахальтен мар вăл ертсе пыракан ушкăнри пепкесем ача садне савăнса çӳреççĕ. МАРИЯ ЖУРАВЛЁВА: «Пĕрремĕш хут килсен йывăрччĕ, ачасемпе сăмах тупма йывăрччĕ, выляттарма. Кайран мана çăмăлланса пычĕ. Тата ытти воспитательсем те мана пулăшса пычĕç». Чăваш Енри ача сачĕсенче 6 000 ытла педагог вăй хурать. Шкул çулне çитмен ача садĕнче ĕçлекенсен ăсталăхне пула кашни ача хăйĕн вăй-халне, ăс-хакăлне, кăмăл-сипетне аталантарать, нумай ыррине ăса хывать. Елизавета Цветкова, Юрий Марков



30 сентября 2021
10:53
Поделиться