Республикăри шкулсене - çĕнĕ автобуссем

Видеорепортаж

Вĕрентӳ тытăмĕн пахалăхне ӳстерес тĕллевпе çĕршывра тĕрлĕ проект пурнăçа кĕрет. Вĕсенчен пĕри – шкулсене автобуссемпе тивĕçтересси. Паянтан Чăваш Енри вĕренекенсене тата 37 вĕр-çĕнĕ автобус турттарма пуçларĕ. Çĕнĕ техника тирпейлĕхе тата яваплăха юратать. Водительсем çакна никамран лайăх пĕлеççĕ. Пĕрре савăнăçне ниçта пытарайман, тепре тăрăшса та тĕплĕ ĕçлемеллине шута илсе кăшт пăшăрханни те палăрчĕ вĕсен куçĕнче. Мĕншĕн тесен шкул ачисене турттаракан водительсем вĕсен пурнăçĕшĕн яваплă. Паянтан 37 водитель çĕнĕ тимĕр ут çине куçрĕç. Телейлисен йышĕнче Вăрнар районĕ те. Халĕ вĕрентекенсемпе ачасене пĕлӳ çуртне çеç мар, хулари эскурсисемпе мероприятисене те тухса çӳреме меллĕ. АЛЬБИНА ПАВЛОВА: «Кивĕ автобус вăл халь 10 çул ĕçлерĕ, çавăнпа та ăна улăштарма вăхăчĕ çитрĕ. Пирĕн ертӳçĕ тăрăшнипе пире çĕнĕ автобус парнелерĕç. Эпир питĕ хавас. Ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те çак автобуса тахçанах кĕтнĕ. Ку автобус питĕ меллĕ тесе пăхрăмăр. 23 ача вырнаçмалăх питĕ илемлĕ автобус». Çĕнĕ автобуссем хăтлă та меллĕ. Глонасс, тахограф, хăвăртлăха тытса пыракан приборсем, кашни ларкăч çинче çыхăнмалли пиçĕххи пур. Вĕсем пурте хăрушсăрлăх енчен паха та шанчăклă. МАРИАННА МИХАЙЛОВА: «Пирĕн шкула 3 ялтан килеççĕ. Çапах та пирĕн ачасене 3 ялтан турттармалла пулать. Питĕ хавас эпир çак автобуса илнĕшĕн, мĕншĕн тесен ачасем хăйсен тĕллĕн шкула килме пултараймаççĕ». Юлашки 5 çулта шкул автобусĕсем туянма федераци тата республика хыснинчен 400 миллион тенкĕ уйăрнă. Çавна май 200-е яхăн çĕнĕ техника туяннă. Çитес çул та шкулсенчи атобус паркĕсем çĕнелĕç. Хальĕхе Чăваш Енри вĕрентӳ учрежденийĕсем тимĕр ут илме 25 заявка тăратнă. Ку çеç те мар, ача садне çӳрекенсене те автобуспа турттарма тытăнĕç. Ятарлă транспортпа садиксене тивĕçтерме пуçланă ĕнтĕ



07 декабря 2021
08:15
Поделиться