Шупашкарта - çĕнĕ ача сачĕ

Видеорепортаж

Республикăри шкул ӳсĕмне çитмен ачасем валли вĕрентӳ учрежденийĕсем уçас тĕлĕшпе юлашки çулсенче ырă улшăну сахал мар пулса иртрĕ. Шупашкарти «Радужный» микрорайонта пурăнакансен ĕмĕчĕ те пурнăçланчĕ. «Ачалăх азбуки»250 шăпăрлана йышăнчĕ. «Радужный» микрорайонта пурăнакансенчен ытларахăшĕ – çамрăк çемьесем. Кашнин килĕнче 2-3 пепке. Çавна май, шăпăрлансене ача сачĕсенче вырăнпа тивĕçтерме çăмăлах пулман. ТАТЬЯНА АЛЕКСЕЕВА: «Питĕ кĕтрĕмĕр çак садике уçасса, мĕншĕн тесен эпир кунта юнашар пурнатпăр. Хамăрăн ачана кунта ярас килет». Çĕнĕ çурт паянхи пурнăç ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерет. Ачасене аталанма мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Вылямалли пӳлĕмсем, музыкăпа физкультура залĕ, бассейн. Куншăн ача-пăча çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те калама çук савăннă.



07 декабря 2021
08:09
Поделиться