Шкулта, ача садĕнче апат хакĕ ӳсĕ

Видеорепортаж

Шкулсенче тата ача сачĕсенче апатлану хакĕ вăтамран 20 процент ӳсĕ. Сăлтавĕ – инфляци тата социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕ хăпарни. Чăваш Енри вĕрентӳ учрежденийĕсенче апатлану хакне 2018-мĕш çултанпа ӳстермен. Вăл федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи хуласен йышĕнче те чи пĕчĕкки. Шкулсенче ыйтăм ирттернĕ хыççăн ашшĕ-амăшĕ апатлану хакĕ ӳснипе килĕшеççĕ, анчах та унта миçе тенкĕ хăпартассине палăртман. Пирĕн репортёр Елизавета Цветкова «Çĕнĕ хула» микраройонти 65-мĕш шкулта пулса курчĕ. Ашшĕ-амăшĕпе курса калаçрĕ, пĕлӳ çуртĕнчи апат пахалăхне хакларĕ. Елена Алексеева пĕлӳ çуртĕнчи апат пахалăхĕпе кăсăклансах тăрать. Тĕрĕс апатлану – çирĕп сывлăх никĕсĕ пулнине икĕ ача амăшĕ никамран лайăх пĕлет. Паян шкулти апат пахалăхĕ ăна тивĕçтерчĕ. ЕЛЕНА АЛЕКСЕЕВА: «Апачĕ питĕ тутлă. Мана питĕ килĕшрĕ. Çакăн пек тутлă апат пултăр тесен апат хакне ӳстерме сĕнетĕп эпĕ, мĕншĕн тесен апачĕ нормăсемпе пултăр тесен, тата тутлă, усăллă пултăр». Шкулти тутлăхлă апатлану ачасен сывлăх шайне те ӳстерет. Ӳсекен организм валли менюна тĕрлĕ енлĕ çимĕç кĕртмелле. 65-мĕш шкулта апат-çимĕç пахалăхне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта Чăваш Енре туса кăларакан продукцие ытларах кăмăллаççĕ. – Пуринчен ытла эпĕ борщ, макарон тата котлет юрататăп. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Шкулти апат тулă та паха пулнине эпир те курса ĕнентĕмĕр. Паянхи менюра купăстаран тунă салат, улма тӳнипе котлет, борщ, икĕ татăк çăкăр тата компот. Унăн хакĕ – 60 тенкĕ». Кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли ирхи апат хакĕ пĕр кунра 25 тенкĕ, кăнтăрлахи – 65 тенкĕпе танлашĕ. 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли ирхи апат 30 тенкĕ пулĕ, кăнтăрлахи 72 тенкĕ. Ача садĕнче пулнă пĕр кун хакĕ малашне ашшĕ-амăшĕшĕн 138 тенке кайса ларĕ. Шупашкарти вĕренӳ учрежденийĕсенче 100 000 ачана вĕри апатпа тивĕçтереççĕ, вĕсенчен 7 000 ача çăмăллăхпа усă курать. ОЛЬГА ЧЕПРАСОВА: «Çăмăллахпа усă курса 2022-мĕш çулта Шупашкар хула бюджетĕнчен 52 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Шкулсем валли 27 миллион, ача сачĕсем валли 25 миллион. Апат хакĕ ӳснĕ май хыснара хушма укçа пăхса хăварăпăр. Шкулсенче çăмăллăхпа сусăр ачасем, сахал тупăшлă тата йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ çемьесем. Ача сачĕсенче патшалăх пулăшăвĕпе 6 категори усă курать». Вĕри апат ыйтăвĕ яланах тимлĕхре. Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьери ачасем те шкулта тӳлевсĕр апатланаççĕ. Тĕп хулара ку çăмăллăхпа 750 ача усă курать. Елизавета Цветкова, Николай Скворцов



27 января 2022
08:56
Поделиться