Республикӑра "Наставник шкулӗ" проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать // ГТРК "Чувашия". 2023.01.16.

Опытлӑ педагогсем ҫамрӑк специалистсене вӗрентсе пыраҫҫӗ, профессире пӗрремӗш утӑмсем тума пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫалтан проекта шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенчи музыка ертӳҫисем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавна май Шупашкарти 125-мӗш ача сатӗнче вӗсем валли ӑсталӑх сехечӗ иртрӗ.

Залра 11 ҫамрӑк педагог тата 6 наставник. Ӑсталӑх сехетне ҫак сатикре 5-мӗш ҫул музыка вӗрентекен Людмила Алексеева ертсе пычӗ. Педагогсем пӗр-пӗринпе паллашнӑ хыҫҫӑн пултарулӑх ӗҫне пикенчӗҫ. Пӳлӗмре юрӑ-ташӑ хуҫаланчӗ.

Пухӑннисем ачасемпе мӗнле хусканусем тумаллине, музыка урокӗ еплерех иртмеллине хӑнӑхрӗҫ. Лариса Ивашкина тӗп хулари 127-мӗш сатикре иккӗмӗш ҫул музыка ертӳҫинче тӑрӑшать. 2020-мӗш ҫулта культура училищине пӗтернӗ вӑл. Ачасене юратни ӑна ҫак ӗҫе илӗртнӗ.

Шупашкарти шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче 260 ҫамрӑк педагог шутланать. Республикӑра вӗсем валли тӗрлӗ ҫӑмӑллӑх пӑхса хунӑ. Сӑмахран, тин ӗҫлеме пуҫланӑ вӗрентекенсене уйӑхсерен 2 пин тенкӗ хушса тӳлеҫҫӗ. 3 ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн вара пӗр хут пособи параҫҫӗ. Вӑл 10 окладпа танлашать.



16 января 2023
11:00
Поделиться